Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ.

ЧĂВАШ ЧĔЛХИН КУННЕ ТУСА ХУРАССИ ÇИНЧЕН ЙЫШĂННĂ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН АСЛĂ СОВЕТ ПРЕЗИДИУМЁН ПОСТАНОВЛЕНИЙĔ

Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ
ÇАПЛА ЙЫШАНАТЬ:

1. Чăваш чĕлхин кунне туса хурас, ăна чăвашсене çутта кăпарнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркепесе янă И. Я. Яковлев çуралнă кун ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăвас.

2. Чăваш Республикин Халăха вĕрентес ĕç, наукăпа аслă шкул министерствин, Культура министерствин чăваш çырулăхне халалланă меро приятисен ярăмне палăртмалла. Çак тĕллевпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче, шкулсенче, училищĕсенче, аслă тата специальноçпа вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче, культура учрежденийĕсенче, театр-концерт предприрятийĕсенче концертсемпе спектакльсем, массăлла культура мероприятийĕсем, кĕнеке выставкисем, поэзи ирĕсем, тематика каçĕсем, вулакансен конференцийĕсем, литературăпа искусство деятелĕсемпе тĕлпулусем тата ытти мероприятисем ирттерессине йĕркепемелле.

3. Чăваш патшалăх телевиденипе радиовещани компанийĕн, хаçатсемпе журналсен редакцийĕсен Чăваш чĕлхин кунне уявланине анлăн çу- татмалла.

 

Чăваш Республикин
Аслă Совет Председателĕн
Пĕрремĕш заместителĕ Б. Яковлев
Шупашкар хули, 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕ.