Чăваш чĕлхи кунĕ

Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ! (ЧРИО)

 

Ку эрнене Ф. Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халаллăпăр.

 

Чăваш чĕлхи кунне  ирттерни çинчен хыпарлани.

Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ
ÇАПЛА ЙЫШАНАТЬ:

1. Чăваш чĕлхин кунне туса хурас, ăна чăвашсене çутта кăпарнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркепесе янă И. Я. Яковлев çуралнă кун ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăвас.

2. Чăваш Республикин Халăха вĕрентес ĕç, наукăпа аслă шкул министерствин, Культура министерствин чăваш çырулăхне халалланă меро приятисен ярăмне палăртмалла. Çак тĕллевпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче, шкулсенче, училищĕсенче, аслă тата специальноçпа вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче, культура учрежденийĕсенче, театр-концерт предприрятийĕсенче концертсемпе спектакльсем, массăлла культура мероприятийĕсем, кĕнеке выставкисем, поэзи ирĕсем, тематика каçĕсем, вулакансен конференцийĕсем, литературăпа искусство деятелĕсемпе тĕлпулусем тата ытти мероприятисем ирттерессине йĕркепемелле.

3. Чăваш патшалăх телевиденипе радиовещани компанийĕн, хаçатсемпе журналсен редакцийĕсен Чăваш чĕлхин кунне уявланине анлăн çутатмалла.

 

Чăваш Республикин
Аслă Совет Председателĕн
Пĕрремĕш заместителĕ Б. Яковлев
Шупашкар хули, 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕ.

Филипп Миронович Лукин композитор, хор дирижерě, педагог çуралнăранпа  100 çул çтинине халалланă мероприятисен планě

Мероприяти   ячě

Дата

Ирттерекенě

1.

Калаçу сехечěсем: «Ф.М.Лукин композитор пултарулăхě»

Апрелěн 22-мěше

Класс ертÿçисем (1-9 классем)

2

Ф.М.Лукин композитор хайлавěсем тăрăх хатěрленě пуç ватмăшсен, ребуссен конкурсě

Апрелěн 23-мěшě

Тюрина Н.М.-чăваш чěлхи учителě

3

Ф.М.Лукин композитор юррисем тăрăх хатěрленě ÿкерчěксен конкурсě

Апрелěн 24-мěшě

Семěнова О.В.-рисовани учителě

4

«Юх, эс,  юрă, янăра» уяв

Апрелěн 25-мěшě

Тюрина Н.М. Борзаев П.В.-музыка учителě

1-9классем, «Юмах»ача сачě

5

Ф.М.Лукин композитор пултарулăхě тăрăх хатěрленě презентацисен конкурсě

Эрне хушшинче

Борзаева Н.В.-аслă вожатăй

6

Кěнеке выставки: «Çěр пин юрă  çěршывě»

Апрелěн 18-мěшě

Вулавăш ертÿçи

7

«Чечеклен, юратнă Чăваш ен» викторина

Апрелěн 19-мěшě

 «Юмах» ача сачě

 

 

 

Мероприятие йěркелекенěсем:

 

чăваш чěлхи учителě:       Н.М. Тюрина

музыка учителě:               П.В. Борзаев

аслă вожатăй:                   Н.В. Борзаева